Çĕнĕ çул – чи асамлă та çутă уявсенчен пĕри. Чунра çĕнĕ шухăшсемпе туйăмсем çуралаççĕ. Пĕр-пĕрне чĕререн тухакан чи ăшă сăмахсене хаклă çынсене каласа саламлас килет.
7-мĕш класра вĕренекенсем, тăван литература урокĕнче Е.М. Михайлова вĕрентекен ертсе пынипе, пĕр-пĕрне хăйсем ăсталанă открыткăсене ырă сунса парнелерĕç. Кăмăлпа ăсталанă Çĕнĕ çул парнисем пурин кăмăлне те кайрĕ.
Кĕçех çитĕ Çĕнĕ çул,
Савăнать-çке çамрăк чун.
Чун-чĕререн, кăмăлтан
Саламлатпăр пĕр-пĕрне.