Раштавăн 27-мĕшĕнче Шупашкарта Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче республика пуçлăхĕн черетлĕ ёлки иртрĕ. Уява Чăваш Енри чи пултаруллă та маттур ачасем хутшăнчĕç. Çак уявра Йĕпрĕç районĕнчен 25 вĕренекен хутшăнчĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ - пирĕн шкул вĕренекенĕсем: В. Захаровапа М. Степанова. Машăпа Виктория иккĕшĕ те 7-мĕш класра вĕренеççĕ. Питĕ пултаруллă вĕренекенсем: тĕрлĕ конкурссене, спорт ăмăртăвĕсене хастар хутшăнаççĕ, малти вырăнсене тухаççĕ. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче районта иртнĕ олимпиадăра Маша 6 хутчен хутшăнса 4 хут малти вырăнсене, Виктория 6 хутчен хутшăнса 3 хут малти вырăнсене йышăнчĕç.
Малтанах ёлкăна килнисем оперăпа балет театрĕн артисчĕсем лартнă «Бременские музыканты» спектакль курчĕç. Ун хыççăн капăр чăрăш тавра юрласа-ташласа савăнчĕç. Юмахсенчи персонажсем тĕрлĕ вăйăсем выляттарчĕç. Юлашкинчен Хĕл Мучипе Юрпике килсе çитрĕç, ачасене уяв ячĕпе, Çĕнĕ çулпа саламларĕç.
Ёлкăна килнисене пылак Çĕнĕ çул парнине тата Республика пуçлăхĕн саламне парнелерĕç.