Иртнĕ шăматкун Пучинкери вăтам шкулта яланхи йăлапа Çăварни уявĕ иртрĕ. Уява 1-11 класс ачисем активлă хутшанчĕç. Шкул картишенче хаваслă ярмарка ĕслерĕ. Ачасем хăйсем ăсталанă сувенирсем, тĕрле апат-çимĕç, пылак шывсем сутрĕç. Улăмран ăсталанă Çăварни карчăкки йери-тавра карталанса ачасем, курма килнисем çăварни юррисем шăрантарчĕç, хаваслă ташăсем ташларĕç. Пучинке шкулĕн вĕрентекенесем те хаваслă çăварни такмакĕсемпе курма килнисене савăнтарчĕç. Çăварни уявĕн хăнисем - Хĕл мучи, Юр пике, Çуркунне, Çăварни карчăкĕпе старикки ачасене тĕрлĕ вăйăсем вылятарчĕç, пылак кучченеçсемпе сăйларĕç. Çăварни уявĕ катемпи карчăкне çунтарнипе вĕçленчĕ.