Пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче Кĕлĕмкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсен «Чăваш чĕлхипе литератури. Уçă урок – тата класс тулашĕнчи чи лайăх ĕç» район шайĕнчи VII фестивалĕ иртрĕ. Фестивале кăçал Чăваш автономийĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул, Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнине халалланă.
Фестивале пирĕн шкул вĕрентекенĕ Е.М. Михайлова хутшăнчĕ. Вăл 11-мĕш класра «Тайма пуç сана, салтак амăшĕ» темăпа урок ирттерчĕ. Урокра чăваш литературинче вăрçă темипе çырнă хайлавсенчи салтак амăшĕн сăнарне тишкерчĕç.
Урока вĕрентекен «Анне» çинчен калакан ытарлă халаппа (притчăпа) пуçларĕ. Ун хыççăн «Баллада о солдате» видеоролик та питĕ выранлă пулчĕ. Урок вĕçĕнче вĕрентекен ачасене «Раççейре салтак амăшĕсене халалласа лартнă палăксем» презентаципе паллаштарчĕ. Кун пек палăк пирĕн Чăваш Енре те пур: ăна Муркаш районĕнчи Исетерккă ялĕнче Николаева Т.Н. халалласа лартнă. Вăл Тăван çĕршывăн аслă вăрçине 8 ывăлне кăларса янă, 6-шĕ вăрçă хирĕнчен таврăнайман.
Елизавета Михайловна методикăри ĕç опычĕ çÿллĕ шайра пулнине кăтартрĕ, фестиваль çĕнтерÿçи пулса тăчĕ.
Малашне те ăна пысăк çитĕнÿсем тума сунатпăр!