Викторина çĕнтерÿçисем

Ака уйăхĕн 20-25 мĕшĕнче республикăра Чăваш чĕлхи эрни ирттерме палăртнă.  Çавна май пирĕн шкулта та чăваш челхи эрни пырать. Вĕренекенсем инçет майпа терлĕ ĕçсене хутшанма тăрашаççĕ. Çак кунсенче 7-8 классенче пирĕн аслă поэтăмăр Константин Васильевич Иванов 130 çул тултарнине халалласа, вилĕмсĕр поэтăн çутă талантне хисеплесе  «Халăхăн çутă çăлтăрĕ» викторина ирттертĕмĕр.
7 класра вĕренекен Захарова В. викторина çĕнтерÿçи пулса тăчĕ. 2-мĕш вырăна çак класра вĕренекен Сильвестрова О., 3-мĕш вырăна 8-мĕш класра вĕренекен Алексеев А. тухрĕç.
Сĕнтерÿçĕсене саламлатпăр, малашне те хастар пулма чĕнетпĕр.