Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш автономине йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине тата Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» иртрĕ. Пирĕн шкул вĕренекенĕсем, вĕрентекенĕсем тата амăшĕсем те «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2020» акцие активлă хутшăнчĕç. Диктант çырнă 52 çынран 19-шĕ «5» паллă илме тивĕç пулчĕç.
Акцие çемйипех хутшăнакансем те пулчĕç. Алексеева Рая ывăлĕпе, Васильева Оксана хĕрĕпе, Семенова Светлана хĕрепе юнашар ларса диктант çырчĕç.
Çапла вара, паян эпир диктант çырса хамăр чăваш пулнине палăртрăмăр, тĕнчере тăван кĕтесрен, тăван халăхран, тăван чĕлхерен хакли нимĕн те çуккине тепĕр хут аса илтĕмĕр.