Этнографи музейĕнче

9-мĕш класра вĕренекенсем, авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче, Михайлова Е.М. класс ертÿçи, Иванова С.А. географи вĕрентекенĕ йĕркеленипе Йĕпреçри уçă тÿпе айĕнчи этнографии музейĕнче пулчĕç. Надежда Гурьевна экскурсовед ачасене музей историйĕпе тĕплĕ паллаштарчĕ. Музей 1980 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче, 40 çул каялла  уçăлнă. 1,5 гектара яхăн вырăн йышăнакан музей лаптăкĕ тĕпренех çĕнелни ачасене тыткăнларĕ.  Музейри XIX ĕмĕр вĕçĕнчи - XX ĕмĕр пуçламăшĕнчи тата 1930 çулсенчи хресчен усадьбисем, çил арманĕ, икĕ хутлă ампар,  XX ĕмĕрĕн варринчи çурчĕпе тата унти япаласемпе  интересленсех паллашрĕç. Этнографи залĕнчи - халăх ăстисем тунă япаласене, чăваш наци тумĕсене, килти хуçалăхра усă курнă савăт-сапасемпе ĕç хатĕрĕсене куçпа курса тĕпчерĕç.
Ÿнер галерейинче Огонек поселокенчи Семенов В.П., музыкант-волонтер йĕркеленĕ музыка инструменчĕсен куравĕпе паллашрĕç. Кашни инструментах тытса пăхма май пурри ачасене кăсăлантарчĕ.