Юпа уйахĕн 21-мĕшĕнче 7-мĕш класра вĕренекенсем Кушлавăш тăрăхне çитсе килчĕç. Вĕсем Пысăк Упакасси ялĕнче Çемен Элкер музейĕнче экскурсире пулчĕç. Ачасем музейри экспонатсемпе, поэт усă курнă япаласемпе, унăн ал çырăвĕсемпе, кĕнекисемпе, тус-юлташĕсемпе тăванĕсем патне янă çырăвĕсемпе, тĕрлĕ сăн ÿкерчĕксемпе кăсăкланса паллашрĕç.
Музей ертÿçи Раиса Афанасьевна Çемен Элкерĕн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен каласа кăтартрĕ, ачасем халăх поэчĕн ачалахĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен нумай çĕнни пĕлчĕç.