Чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш енре Чăваш тĕррин кунне ирттерме йышăннă. Çак уява хатĕрленнĕ май тĕрлĕ акци иртет. Эпир те çак акцие хутшăнса шкулти краеведени музейĕнче «Тĕртсе тунă эрешсем» уçă урок ирттертĕмĕр. Уçă урока чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенсем Михайлова Е.М., Клементьева Л.Н. тата 8-мĕш класс вĕренекенĕсем хутшăнчĕç.
Вĕсем музейра чăваш тĕррин тĕрлĕ тĕсĕпе паллашрĕç. Алăпа тĕрленисĕр пуçне эрешсене тĕртсе те тума пултарнă иккен. Ăна пир тĕртнĕ чухне тĕрлĕ тĕслĕ çип ярса тĕрленĕ. Сурпансене шăпах çак мелпе тĕртсе тунă та ĕнтĕ пирĕн асанне-кукамайсем. Пирĕн шкул музейĕнче 19-мĕш ĕмĕр вĕçĕнчи, 20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнчи сурпан тĕсĕсем упранаççĕ.
Михайлова Е.М., музей ертÿçи, ачасене анатри тата тури чăвашсен сурпан тĕсĕсемпе паллаштарчĕ, сурпана сырмалли меле кăтартрĕ. Чăваш тĕрри ытти халăх тĕррисенчен кăткăс, илемлĕ, хăйне евĕрлĕ пулнипе уйрăлса тăнине каларĕ. Кашни сурпан тĕрри хăй евĕрлĕ, çак тĕрĕ тĕсĕсене тишкернĕ май çĕр пин тĕрĕ çĕр-шывĕнче пурăннине туйса илетĕн. Халăх йăли-йĕркине хаклама вĕренетĕн.