Илĕртет чăваш тĕрри

Чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕнче, шкулти краеведени музейĕнче, «Илĕртет чăваш тĕрри» мастер-класс иртрĕ. Унта Михайлова Е.М., Клементьева Л.Н. – чăваш чĕлхипе литература вĕрентекĕнсем, Алексеева Р.Н.  – тĕрĕ ăсти, нумай ача амăшĕ, Трякова Д.А., Клементьева И.В. – культура ĕçченĕсем  тата 5, 7-мĕш класри ал ĕçне хăнăхса пыракан вĕренекенсем хутшăнчĕç. Алексеева Р.Н.  тĕрĕ ăсталăхне хăçан аталантарма тытăннине, чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕпе паллаштарчĕ, хайĕн ĕçĕсене кăтартрĕ. Трякова Д.А вĕтĕ шăрçасенчен чăваш тĕррине çыхнă чухне тĕссене мĕнле суйламаллине каласа пачĕ. Ачасем унăн ĕçĕсемпе питĕ кăсăкланчĕç. Михайлова Е.М., Клементьева Л.Н. музейра упранакан авалхи тĕрĕ тĕсĕсемпе паллаштарчĕç.