Чÿк уйăхĕн 27-мĕшĕнче Тюменьте иртнĕ регионсем хушшинчи «Бичурин вулавĕсем» наукăпа практика онлайн-конференцие хутшăнтăмăр. Конференцие Тюмень облаçĕнчи наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитет, Тюмень облаçĕнчи вĕренÿпе наука департаменчĕ, Тюмень облаçĕнчи культура департаменчĕ, Чăваш наци конгресĕ, ТООО «Тăван» Чăвашсен ассоциацийĕ» ирттерчĕ. Пирĕн ĕç теми «Никита Бичурин тусĕсем». Чăваш ученăйĕн çывăх тусĕсем камсем-ха? Чи çывăххисем – Александр Пушкин поэт, Карл Брюллов художник, Николай Бестужев декабрист, Погодин Михаил Мускав историкĕ, Иван Крылов юптаруçă тата ытти те. Никита Бичурин мĕн виличчен Пушкин каланине асра тытса, çĕр-шыв чапне пĕтĕм тĕнче умне кăларас тесе тăрăшса ĕçленĕ.