Раштавăн 10-мĕшĕнче шкулта Чăваш халăх поэчĕпе, Валерий Туркайпа, 9-мĕш класра вĕренекенсем тĕл пулу ирттерчĕç. Тĕл пулăва 8-мĕш класра вĕренекен Степанова М. Петрова З. поэтăн Пучинкене халалланă «Пучинке» сăввипе уçрĕç. 6-мĕш класра вĕренекенсем шкул кĕнекине кĕртнĕ сăввисене вуларĕç. Малалла поэт хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, юлашки çулсенче тухнă кенекисемпе, сăввисемпе, тĕрлĕ халăх сăвăçисен куçарăвĕпе паллаштарчĕ. Хăйĕн сăввисене вуласа ачасен чун-чĕрине тыткăнларĕ. Уйрăмах «Тăрнасем», «Çĕнтерÿ кунĕ», «Минск çулĕ çинче» сăвăсен куçарăвĕсем чуна пырса тиврĕç. Поэт пирĕн чăваш чĕлхи епле илемлĕ, çепĕç, пуян пулнине тепĕр хут асăрхаттарчĕ, вырăсла сăвăсем те чăвашла мăнаçлăн янăрама пултарнине çирĕплетсе пачĕ. Поэт вĕренекенсене, шкула нумай кĕнеке парнелерĕ.
Çак тухăçлă иртнĕ тĕл пулăва йĕркелекенĕ - В.П. Хрисанов, пирĕн шкултан вĕренсе тухнă, хальхи вăхăтра Мускавра ĕçлесе пурăнакан врач. Вăл та, хăй ятĕнчен, В. Туркай кĕнекисене Чăваш чĕлхипе литература кабинетне асăнмалăх парнелерĕ.
Хăнасене тĕл пулушăн тав тăватпăр!