Тăван чĕлхе кунне халалланă вăйă-ăмăрту

Нарăсăн 21-мĕшĕнче пĕтĕм тĕнче тăван чĕлхе кунне паллă тăвать. Ку уява ЮНЕСКО 1999 çулта иртнĕ 30-мĕш Генераллă канашлăва пĕтĕмлетнĕ май çирĕплетнĕ. 2000 çулхи нарăсăн 21-мĕшĕнче вара пĕрремĕш хут уявланă. Уява чĕлхесен тата культурăсен нумайенлĕхне упраса хăвармашкăн йĕркеленĕ.
Çак куна халалласа паян шкулта 5 тата 7 классемпе «Калаçасса калаçăп эпĕ Нептун çинче те чăвашла» вăйă-ăмăрту иртрĕ. Ачасем виçĕ ушкăна пайланса ăмăртрĕç. Малтанах кашни ушкăн чăваш поэчĕсем тăван чĕлхене халалланă сăвăсем вуларĕç. Ун хыççăн Иван Яковлевич Яковлев пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕне уçса паракан ыйтусем çине хуравларĕç, чĕлхе çинчен калакан тупмалли юмахсен тупсăмне пĕлчĕç, каларăшсене вĕçлерĕç. Юлашкинчен ăмарту  «Илемлĕ» чăваш юррипе вĕçленчĕ.  
Ăмăртура «Чăваш хĕрĕсем» ушкăн (7 кл. хĕр ачасем) çĕнтерÿçĕ пулчĕ, «Нептун» ушкăн (7 кл. арçын ачасем) – 2-мĕш вырăна, «Туслăх» ушкăн (5 кл.) – 3-мĕш вырăна тухрĕç.
Чăваш чĕлхине çăласси, ăна аталантарасси — кашни чăвашăн тивĕçĕ. Чăваш ята илнĕ çыннăн хăйĕн чĕлхине май килнĕ таран упраса хăварма тăрăшмалла, ăна аталантарассипе ĕçлемелле. Вара эпир пĕтмĕпĕр, вырăссем хушшинче сапаланса каймăпăр, хамăр ята XXII ĕмĕре те çитерĕпĕр. Юратнă Чаваш ен  ÿссе-илемленсе, çĕкленсе аталаннă пекех, тăван чĕлхе те вăй-хăватлантăрччĕ, унăн чĕрĕ тымарĕ нихăçан та ан хăртăрччĕ.