«Туркай вулавĕ» - поэзи уявĕ

«Туркай вулавĕ»  - поэзи уявĕ

            Авторесем   Миахайлова Е.М., Клементьева Л.Н., чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем. 

 

 «Мухтавлă ентешсен çулталăкне халалласа Пучинке ял поселенийĕн администрацийĕ, Пучинкери Культура çурчĕ тата Пучинкери пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул  «Чăвашшăн чăваш – тăван хурăнташ» Туркай вулавĕсем» поэзи фестивальне,  сăвă калакансен конкурсне, ирттерчĕ.  Поэзи фестивалĕн сумлă хăнисем Чăваш Реслубликин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валерий Тургай тата Раиса Сарпи - Чăваш  халăх поэчĕсем пулчĕç. Уява илем кÿрекеннисем Пучинке вăтам шкулĕн 1-9 класĕсенче вĕренекенсем, ялти хĕрарăмсен совечĕн членĕсем, Эйпеçри вăтам шкулта , Пысăк Упакассинчи тĕп шкулта, Йĕпреçри 2-мĕш номерлĕ вăтам шкулта вĕренекенсем,ял-йыш, чăваш поэзине кăмăллакансем пулчĕç.

Уява 5-мĕш класра вĕренекен Василисса Данилова В.Туркайăн «Пучинке, Яркай урамĕ…» сăввипе пуçларĕ.

            Вĕренкенсем В.Туркай, Р.Сарпи тата ытти ытти сумлă сăвăçĕсен сăвă-поэма сыпăкĕсене вуласа тупăшрĕç. Ачасем сăвăсем вуласа панине курма чăннипех те питĕ кăмăллă пулчĕ.

1-4-мĕш классем хушшинче Аделина Александрова ( 1 кл.) – 3-мĕш вырăна, Ужинкин Савелий (1 кл.) - 3-мĕш вырăна ,  Кирилл Иванов (2 кл.) 2-мĕш вырăна , Ирина Петрова (2 кл.)  - 2мĕш вырăна, Яна Хрисанова (2 кл.) 3-мĕш вырăна,  Ярослав Федоров (4 кл) 3-мĕш вырăна çĕнсе илчĕç . Пучинке вăтам шкулĕн маттур каччи  Артемий Пыркин  конкурсра пĕрремĕш  пулчĕ. Хăйĕн пултарулăхĕпе пурне те тыткăнлама пултарчĕ вăл.

5-6 классенче вĕренекенсем хушшинче Карина Ласточкина (Эйпеç шкулĕ, 5 кл) – 3-мĕш вырăна, Антон Яковлев (Пучинке шкулĕ, 5 кл) – 3-мĕш вырăна, Сергей Петров (Пучинке шкулĕ, 5 кл) – 3-мĕш вырăна, Кирилл Краснов (Пысăк Упакасси шкулĕ, 5 кл) – 2-мĕш вырăна, Влад Клементьев (Пучинке шкулĕ, 5 кл) – 2-мĕш вырăна, Ангелина Ядрицова (Йĕпреçри 2-мĕш шкул, 5 кл) – 1-мĕш вырăна, Кирилл Анисимов (Эйпеç шкулĕ, 5 кл) – 1-мĕш, Кристина Иванова (Пучинке шкулĕ, 6 кл) – 1-мĕш вырăна  йышăнчĕç.

7-9 классем хушшинче Виктория Захарова (Пучинке шкулĕ, 9 кл) – 1-мĕш вырăна, Мария Степанова (Пучинке шкулĕ, 9 кл) – 1-мĕш вырăна, Зоя Петрова

(Пучинке шкулĕ, 9 кл) – 2-мĕш вырăна, Анастасия Крылова (Пучинке шкулĕ, 8 кл) – 2-мĕш вырăна, Ольга Сильвестрова (Пучинке шкулĕ, 9 кл) – 3-мĕш вырăна, Юлия Васильева (Пучинке шкулĕ, 7 кл) – 3-мĕш вырăна, Катя Федорова (Пучинке шкулĕ, 5 кл) – 3-мĕш вырăна тивĕçлĕ пулчĕ.

«Туркай вулавĕсем» — вĕренекенсене пĕр чăмăра пуçтаракан уяв пулчĕ. Ачасем пĕр-пĕрин пултарулăхĕпе паллашрĕç, хакларĕç, тăван чĕлхене юратнине çирĕплетсе пачĕç. Шкулта тăван чĕлхене хаклама, юратма, хисеплеме вĕрентни пурнăçра çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине палăртрĕç.

Ял поселенийĕн пуçлăхĕ Н.Г.Федоров  Валери Туркайпа  Раиса Сарпие поселенин Тав хучĕпе чысларĕ.

Прикрепленные файлы

jpg
img-20220224-wa0098.jpg 58,5 Kb 25.02.2022
jpg
img-20220224-wa0085.jpg 57,78 Kb 25.02.2022
jpg
img-20220224-wa0057.jpg 49,5 Kb 25.02.2022
jpg
img-20220224-wa0094.jpg 59,59 Kb 25.02.2022
jpg
img-20220224-wa0006.jpg 52,09 Kb 25.02.2022
jpg
img-20220224-wa0083.jpg 52,65 Kb 25.02.2022
jpg
img-20220224-wa0044.jpg 57,6 Kb 25.02.2022