Вӑйӑра юрласа, ташласа савӑнтӑмӑр

Вӑйӑра юрласа, ташласа савӑнтӑмӑр

Вӑйӑра юрласа, ташласа савӑнтӑмӑр.


Паян, апрель уйӑхӗн 22- мӗшӗнче, Йӗпреҫри уҫӑ тӳпе айӗнчи этнографи музейӗнче
шкул ачисен район шайӗнчи "Чӑваш вӑййи" иртрӗ.  Ӑна Йӗпреҫ муниципалитет округӗнчи чӑваш чӗлхипе литература ассоциацийӗ, Йӗпреҫ муниципалитет округӗн вырӑнти ЧНК уйрӑмӗ йӗркеленӗ.

Район шкулӗсенчен килнӗ ачасем  икӗ унка тӑрса вӑйӑ картинче юрласа ҫаврӑнчӗҫ, хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ.

Пучинке вӑтам шкулта 8-10 классенче вӗренекенсем те хутшӑнчӗҫ ҫак уява. "Васильки" ташӑ ушкӑнӗ "Сик, тух" ташӑпа,  10- мӗш класс хӗрӗсем "Ман юрласа килет" юрӑпа савӑнтарчӗҫ.

И.Я.Яковлев просветитель ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалланӑ уява Виктория Захарова, Мария Степанова ертсе пычӗҫ. Лилия Михайловӑпа Елизавета Михайловна ачасене хастар хутшӑннӑшӑн тав турӗҫ . Малашне те савӑнтарма ӑнӑҫу сунчӗҫ.