Нарӑс уйӑхӗн 17- мӗшӗнче Пучинкери тӗп культура ҫуртӗнче "Туркай вулавӗсем - "Ан хӑр, юман, ан хуҫӑл!" поэзи фестивалӗ иртрӗ. Виҫҫӗмӗш хут иртекен уява пирӗн шкул ачисем хастар хутшӑнчӗҫ.
1-4 классенче вӗренекенсем хушшинче - мӗш вырӑна Савелий Жалнин, 3 класс (вӗрентекенӗ Иванова Т.Н.), 3- мӗш вырӑна 1 класра вӗренекен Таисия Алексеева (вӗрентекенӗ Козлова Т.В.), 4 класра вӗренекен Ирина Петрова (вӗрентекенӗ Иванова Л. Ю.) тухрӗҫ.
5-7 класра вӗренекенсем хушшинче 6 класра вӗренекен Артемий Пыркин (хатӗрлекенӗ Пыркина Н. М.) 1- мӗш вырӑна тивӗҫрӗ, Дарина Трякова (вӗрентекенӗ Михайлов Е.М.) 3- мӗш вырӑн илме пултарчӗ.
8-11 классенче вӗренекенсем хушшинче 1- мӗш вырӑна 10 класра вӗренекен Анастасия Пашкова (вӗрентекенӗ Михайлова Е.М.) тухрӗ, 3- мӗш вырӑна 10 класра вӗренекен Ксения Игнатьева (вӗрентекенӗ Михайлова Е.М.).
Хӑйсен пултарулӑхӗпе К. Данилова, Д. Еремеев, М. Иванова, М. Крылова, Т. Школьников, И. Алексеев, Е. Алексеев, А. Крылова та палӑрчӗҫ.
Конкурса хутшӑннӑ кашни ача В. Туркайран парнесемпе тав хучӗсене тивӗҫрӗҫ.
35 ҫултан иртнисем хушшинче 3 вырӑна Светлана Иванова йышӑнчӗ.
Вӗренекенсемпе вӗрентекенсене пурне те тав тӑватпӑр, малашнехи ӑмӑртусенче ҫитӗнӳсем сунатпӑр.