Ҫак кунсенче Йӗпреҫри тӗп библиотекӑра "Элкер вулавӗсем - 2024" Районти тата республика шайӗнче наукӑпа практика конференцийӗ иртрӗ. Ӑна Ҫемен Элкер ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнине, Раҫҫейри Ҫемье ҫулталӑкне , Чӑваш Енри Экологи культурин тата ҫут ҫанталӑк пурлӑхӗсемпе перектлӗ усӑ курассин ҫулталӑкне халалланӑ.
Ҫак конференцисене 9-мӗш класра вӗренекен Екатерина Федорова (вӗрентекенӗ - Михайлова Е.М.) хутшӑнчӗ. Вӑл Экологи уйрӑмӗнче "Пӗвесем- ял илемӗ" тӗпчев ӗҫне хӳтӗлерӗ.
Икӗ конференцийӗнче те вӑл ҫӗнтерӳҫӗ пулма пултарчӗ.
Эпир Екатерина Федоровӑна ҫӗнтерӳпе саламлатпӑр, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сунатпӑр.