Яковлев калавӗсем тăрах инсценировкасем

Яковлев калавӗсем тăрах инсценировкасем

Чăваш историйĕнче Иван Яковлевич Яковлевран пысăкрах пĕлтерĕшлĕ çын пулман та пуль. Чăвашсем чăн-чăн çыруллă халăх пулса цивилизаци çулĕ çине тăрасси те, вĕренÿпе пĕлÿлĕхе хаклама тытăнасси те, таçти чĕре тĕпĕнче пытанса пурăнакан нацилĕх туйăмне вăратса аталантарасси те – пурте ун ячĕпе çыхăннă. Вӑл чӑваш фольклорӗн тӗпчевҫи, букварьсемпе чӑваш кӗнекисен авторӗ, тӑлмачӑ, пӗрремӗш чӑваш ача-пӑча писателӗ, литература хаклавҫи.

Иван Яковлев чăвашсен илемлĕ литературине аталанма çул уçса парас тесе ырми-канми ĕçленĕ. Унăн ăса вĕрентекен пĕчĕк калавĕсене ватти-вĕтти те юратса вулаççĕ.

Ӗнер кӗҫӗн класра вӗренекенсем Яковлев калавӗсем тăрах инсценировкасем лартрӗç. «Уçăлма тухнă шăши çури», «Сармантей», «Тилӗпе тăрна»,  «Лаша шырани» калавсем куракансене çав тери килĕшрĕç. Шкул ачисем ăсчахăмăрăн калавĕсем пурте лайăха тата ырра çеç вĕрентнине палăртрĕç.